Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Асăрхăр! Конкурс

Апрелĕн 25-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче кинофильмсенчен тата спектакльсенчен илнĕ инсценировкăллă юрăсен "Сывă пултăр сцена!" фестиваль-конкурсне йĕркелеме палăртнă. Кăçалхипе вăл пиллĕкмĕш хут иртмелле. Ăна Раççейри Театр çулталăкне халаллатпăр.

Фестивале Патăрьелĕнче вырнаçнă мĕн пур формăллă организаци (предприятисен, организацисен, уйрăм предпринимательсем, вĕрентỹ, сывлăх учрежденийĕсен тата ыттисем те) коллективĕсем хутшăнасса шанатпăр.

Инсценировкăллă юрăсем мĕн пур критерисене тивĕçтермелле. Вĕсене кирек хăш кинофильмпа спектакльтен та суйласа илме юрать.

Музыка учителĕсен, музыка ертỹçисен, культура ĕçченĕсен пултарулăхне тỹресем хак памаççĕ.

Фестивале пĕчченшерĕн, икшерĕн, виçшерĕн, хорпа, ансамбльпе те хутшăнма юрать.

Заявкăсене апрелĕн 19-мĕшĕччен культурăпа кану центрне çак электронлă адреспа ямалалла: kdc5-batyr@cap.ruveronica-viktoro@mail.ru.

Юрă суйласа илме централизациленĕ клуб системин сасă режиссерĕ Ф. Абитов тата информаципе методика пайĕ те пулăшаççĕ. Вĕсемпе 8-967-791-71-38, 6-19-54 номерсемпе çыхăнмалла.

Конкурса хутшăнакансен суйласа илнĕ номере сцена çинче ăста кăтартма тăрăшмалла. Тумĕ те, хусканăвĕсем те килĕшсе тăмалла.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем Гран-при, лауреат ячĕсене тивĕçеççĕ. Ыттисене дипломсемпе хавхалантарĕç.

(Йĕркелỹ комитечĕ)

Авангард,29.03.2019



29 марта 2019
10:24
Хроника
Поделиться