Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хусканăва ачаран хăнăхаççĕ

Ачасене сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтарас тĕллевпе ỹссе çитĕнекен ăрупа сахал мар ĕçлетпĕр. Шăнкăртамри "Сандугач" ача садĕнче ирттернĕ районти VI фестиваль те çакна уççăнах çирĕплетрĕ. Унта вĕрентỹ учрежденийĕсенчен 19 команда хутшăнчĕ. Тупăшăва 70 ытла ачапа физкультура инструкторĕсем, воспитательсем, музыка ертỹçисем явăçрĕç.

Патăрьелĕнчи "Сказка" ача сачĕн воспитанникĕсем фестивальте "Спорт тата музыка" номинацире çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Хăйсен пултарулăхне аслă ушкăна çỹрекен Д. Галкина, З. Сергеева, С. Салихова кăтартрĕç.

И. ПЛЕШКОВА, "Сказка" ача сачĕн физкультура инструкторĕ

Авангард,26.03.2019



26 марта 2019
13:29
Хроника
Поделиться