Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕллев - çĕнĕ ĕç вырăнĕсем

Агропромра апат-çимĕç туса илекен мĕн пур йышши хуçалăхсем хăйсен производствине модернизацилени питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак ĕçе Патăрьел тăрăхĕнче еплерех йĕркеленĕ-ха. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи Леонид Кузнецов хуравлать.

- Ял хуçалăхне çуллен инвестици хывасси - район администрацийĕн стратегиллĕ тĕллевĕĕ Пĕлтĕр инвестицин 197 млн тенкĕлĕх вун пĕр проектне пурнăçа кĕртессишĕн ĕçлерĕмĕр. «Красное Знамя» кооперативра пăру витине реконструкцилерĕçĕ «Кзыл-Камыш» агрофирмăн производство никĕсне хываççĕ, 100 лаша тата сурăх йышлă усрамалли витесем тăваççĕ. Э.Хуснетдинов хресчен-фермер хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăх 70 пуç тăратмалли ферма хăпартаççĕ. Потребительсен «Баракат» кооперативĕ аша тирпейлесе кашни талăкра 12 тонна таран субпродукт хатĕрлекен цех çĕклет. Вĕсен ыйтăвнех тивĕçтерекен «Эко-Продукт» кооператив куллен 25 тонна таран сĕте тирпейлекен цех хута ярассишĕн тăрăшать. 2018 çул вĕçĕнче Р.Санзяпов хресчен-фермер хуçалăхĕ 180 ĕне вырнаçтармалли вите, Ф.Ибетов фермер кашни талăкра 15 пуç таран выльăха пусса тирпейлекен цех ĕçе кĕртрĕç. Ф.Чабатов хресчен-фермер хуçалăхĕ ĕне выльăха пусса тирпейлесен юлакан каяшран продукци хатĕрлеме тытăнчĕ. Кун пекки республикăра тек çук.

- Леонид Валерьевич, кăçал мĕнле объектсем тăвасшăн?

- Инвестицин 177 млн тенкĕлĕх тăватă проектне пурнăçа кĕртесшĕн, .Р.Хуснетдинов хресчен-фермер хуçалăхĕнче 250 вăкăр таран самăртмалли, И.Хамбиков фермер 120 пуç выльăх валли фермăсем, потребительсен «Молочные Зори» кооперативĕ талăксерен сĕте 100 тонна таран типĕтекен завод хута ярасшăн.Районти мĕн пур йышши хуçалăхсем ăна куллен çавăн чухлĕ сутаççĕĕ Çав завода ĕçе кĕртсен хамăр туса илекен пĕтĕм сĕте вырăнтах тирпейлеме пуçлăпăр. Çавăн пекех кăçал В.Алексеев хресчен-фермер хуçалăхĕнче кашни талăкра 50 пуç таран сысна пусса тирпейлекен цех тăвасшăн.

- Çак проектсене ĕçе кĕртсен хушма ĕç вырăнĕсем пулĕç-ши?

- Йĕркелетпĕрех! Вĕсен тĕп тĕллевĕ - ял-йыша ĕçлеме, шалу илсе тăма май туса парасси.

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă

Хыпар, 15.03.2019



15 марта 2019
09:10
2019 год
Поделиться