Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сывă апатлану

Район администрацийĕн залĕнче вĕрентỹ учрежденийĕсенче ачасене апатлантарассине йĕркелес ыйтупа семинар-канашлу иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова, "Батыревский" общепит пĕрлешỹ директорĕ З. Хуснетдинова, шкул директорĕсем, ачасен апатлантарăвне общепит урлă йĕркеленĕ учрежденисен ертỹçисем хутшăнчĕç.

Семинарта апатлантару пахалăхне лайăхлатас тата ăна йĕркелес ыйтусене çĕклерĕç. Ку енĕпе вĕренекенсен тата ачасен ашшĕ-амăшĕн сĕнĕвĕсене шута илмеллине те палăртрĕç.

А. ИВАНОВА

Авангард,07.03.2019



07 марта 2019
10:19
Хроника
Поделиться