Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ

 Патăрьелти халăх театрĕ (режиссерĕ Луиза Леонтьева) театра юратакансен «Асамлă чаршав» фестивальне хутшăннă. Вăл Куславкка хулинче иртнĕ. Ăна Раççейри Театр çулталăкне тата Куславккари, Патăрьелти пĕрремĕш колхоз театрĕсем йĕркеленнĕренпе 85 çул çитнине халалланă. Театр унта «Тинех лекрĕн капкăна» камит кăтартнă. Архив даннăйĕсем тăрăх, Патăрьелти колхоз театрĕ Варвара Горшковăн пуçарăвĕпе иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче йĕркеленнĕ. Ватăсем аса илнĕ тăрăх, вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче «Айтар» спектакль кăтартнă. Çак икĕ театра мĕн çыхăнтарать? Вĕсене иккĕшне те Н.Чернышев-Шетмĕ аталанма пулăшнă, спектакльсем валли юрăсем хайланă. Çав вăхăтрах колхоз театрĕсенче хăй те вылянă.

Хыпар, 07.03.2019

 



07 марта 2019
10:50
Хроника
Поделиться