Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăста чупуçăсемпе юнашар

Ульяновск хулинче олимп чемпионĕ В. Крылов парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетикăпа ăмăртусем иртрĕç. Вĕсене Раççейĕн 7 регион çамрăкĕсем хутшăнчĕç. Юхма енсен чысне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем хỹтĕлерĕç. Çивĕч чупура Д. Суворов иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Çавăн пекех Д. Паймуков, В. Иванова, А. Никифорова лайăх кăтартусемпе палăрчĕç.

В. ПЛАТОНОВ, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ

Авангард, 07.03.2019



07 марта 2019
09:52
Хроника
Поделиться