Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юлия Мальцева- олимпиада призерĕ

ÇАК КУНСЕНЧЕ И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аслă класри шкул ачисем хушшинче чăваш чĕлхипе литература предмечĕсен регион шайĕнчи олимпиади иртнĕ. Чăвашлăхпа, тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕпе кăсăкланакансем хушшинче республика тулашĕнчен те йышлăн хутшăннă. Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне вара районти олимпиада çĕнтерỹçисем, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 9 г класра вĕренекен Юлия Мальцевăпа (вĕрентекенĕ С. Солдатова) 10 а класри Дарья Ижедерова (вĕрентекенĕ Н. Путякова) хỹтĕленĕ. Чăваш ăсчахĕсем хатĕрленĕ кăткăс ыйтусене хуравлама çăмăлах пулман. Апла пулин те йышлă ушкăн хушшинчи çивĕч тупăшура Ю. Мальцева призерсен шутне кĕме пултарнă. Вĕренỹ отличницин çывăх вăхăтра хăйĕн тавракурăмне тата çỹллĕ шайра кăтартма, республика чысне хỹтĕлеме тивĕ. Чăвашлăхшăн хыпăнакан чиперккене ăнăçу сунар!

Авангард, 05.03.2019



06 марта 2019
10:28
Поделиться