Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Илемлĕ фильма тĕпе хурса пьеса çырнă

Патăрьелсем çав спектакльпе республикăра палăрнă «Халăх театрĕсем çакнашкал тарăн шухăшлă, анлă тавра курăмлă тата философиллĕ ĕçсем лартнине, режиссерпа сценограф драматург калас тенине туллин уçса пама пултарнине хальччен астумастăп», -тенĕччĕ пĕррехинче Атнер Хусанкай ăсчах.

Чи çллĕ çитĕн

Атнер Петровичăн çак сăмахĕсем Борис Чиндыковăн «Çур çĕр хыççăнхи апатлану» пьеси тăрăх Патăрьел районĕн культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕ лартнă спектакль пирки. Хăшĕсен шухăшĕпе, çак ĕç -асăннă театрăн чи çллĕ çитĕнĕвĕ. Чăннипех çапла пулĕ. Ахальтен-и спектакль 1998 çулхи çурла уйăхĕнче Кострома облаçĕнчи «Щелыково» пултарулăх çуртĕнче иртнĕ. Пĕтĕм Раççейри театра юратакансен виççĕмĕш фестивалĕнче лауреат дипломне тивĕçнĕ. Унта çĕршыври 20 регионти 40 хулари коллектив хутшăннă, пĕртен-пĕр Патăрьелсем кăна яллă вырăнтан пулнă. Вĕсем «Çур çĕр хыççăнхи апатланăва» вырăсла куçармасăр вылянă. Апла пулин те ГИТИС педагогĕ Махмуд Али-Хуссейн ертсе пыракан жюри комиссине çакă чăрмантарман. Унсăр пуçне коллектив тĕрлĕ фестивальпе конкурсра палăрнă, тăван салана дипломант,  лауреат пулса таврăннă.

Асăннă халăх театрĕн тымарĕсем иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсемпе çыхăннă. Тĕрĕссипе, драма кружокĕсем 30-мĕш çулсенчех ĕçлекеленĕ-ха. Анчах вĕсем пĕр тикĕс аталанайман. Çĕннине йĕркелекенĕ- Виталий Дергунов. Виталий Владимирович каярахпа Чăваш Ен Культура министерстви панă направленипе Мускав культура институтĕнче режиссер курсне пĕтернĕ. Чăваш академи драма театрĕн режиссерĕпе Леонид Родионовпа туслă çыхăну тытнă. Коллектив Николай Терентьевăн «Куккук çаплах авăтать», Петр Осиповăн «Айтар», Константин Ивановăн «Нарспи», Николай Айзманăн «Кай, кай Ивана», «Арчари шуйттан», «Икĕ каччăн пĕр шухăш»,  Леонид Родионовăн «Ылтăн вăчăра», Мария Ухсайăн «Кăра çилсем» хайлавĕсене сцена çине кăларнă. 1970 çулта Патăрьелти драма коллективĕ «халăх» ята тивĕçнĕ.

Виталий Дергунов çавăн пекех Николай Сидоровăн, Анатолий Чебановăн, Николай Угаринăн пьесисене лартнă. 2006-2015 çулсенче халăх театрне Лилия Маркова ертсе пынă. Çак тапхăрта та Патăрьелсем «маркăна» тивĕçлĕ тытнă. «Салтак арăмĕ» спектакль халăх театрĕсемпе драма коллективĕсен «Мухтав ахрăмĕ» республика фестивалĕнче II степень диплома тивĕçнĕ.

Аслисен йăлине тăсса

Виçĕ çул каялла халăх коллективĕпе Луиза Леонтьева ĕçлеме пуçланă. Луиза Александровна Патăрьелти культура çуртĕнче çĕнĕ çын маар, кунта вăл 1982 çулта Çърпури культура училищине пĕтернĕ хыççăн килнĕ.

Культура çурчĕн директорĕ те, оркестр ертçи те пулнă. Лилия Маркова режиссер тивĕçлĕ канăва кайсан ăна халăх театрĕн тилхепине шанса панă. Ун умĕн те вăл халăх театрĕпе çыхăну тытса тăнă, «Кай, кай Иванара» Вĕçелис, «Уйăх тулнă каçра» Аниса, «Айтарта» Пинерпи тата ытти сăнара калăпланă.

Аслă ăрусен ырă йăлисене çирĕп тытса пырать Луиза Леонтьева. Халăх театрĕсем валли пьесăсем çитменнине кура хăй те алла калем тытнă.

- Телекуравпа «Помни имя твое» илемлĕ фильм кăтартрĕç. Питĕ килĕшрĕ. Мĕншĕн-ха халăх театрĕсем валли унашкал ĕç çук - канăç памарĕ мана шухăш, - каласа пачĕ вăл. - Нумаях та вăхăт иртмерĕ, кинокартинăна никĕсе хурса «Хăвăн ятна ан ман» пьеса çыртăм. Спектакле лартрăмăр кăна маар, унпа халăх театрĕсемпе драма коллективĕсен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ «Мухтав ахрăмĕ» республика фестивальне хутшăнтăмăр. Спектакль «Чи лайăх спектакль» номинацире II степень диплома тивĕçрĕ. Унсăр пуçне Надежда Квасова, Александр Пузырников тата эпĕ тĕрлĕ номинацире çĕнтертĕмĕр.

Театр 2017-2018 çулхи сезона çĕнĕ ĕçпе - «Тинех лекрĕн капкăна» спектакльпе – уçнă. Пьеса авторĕ те, режиссерĕ те - Луиза Леонтьева. Актерсен пултарулăхне шута илсе, ăнланса, шăпах вĕсем валли ятарласа шăрçаланă вăл ăна.

Мюзикл та пулĕ

Репертуар планĕнче Николай Сидоровăн «Кукша пуçа куршанкă çыпăçмасть» камичĕ пур. Çак кунсенче халăх театрĕĕн артисчĕсем хăйсен ентешĕн Людмила Сачковăн «Парне» пьеси тăрăх репетици ирттерме пуçланă. Çав вăхăтрах яваплă тепĕр ĕçе те пуçăннă: режиссер Виктор Гюгон «Собор Парижской богоматери» кĕнеки тăрăх «Нотр-Дам де Пари» мюзикл хатĕрлет. «Пирĕн лайăх юрăçсем пур, - терĕ вăл. -Мĕшĕн лартас мар. Унăн пĕр пайне сцена çине кăлартăмăр ĕнтĕ. Унпа районта Театр çулталăкне уçрăмăр».

Луиза Александровна ачасен коллективĕсене те - ачасен «Шанчăк» тата çул çитменнисен «Премьера» ушкăнĕсене -ертсе пырать. Çитĕнекен ăрупа ĕçлени тăван халăх культурине, йăли-йĕркине хаклама, упрама вĕрентет. Виçĕ çулта «Бомжик»,«Кĕтмен хăна», «Умная баба», «Морозко»,«Золушка» юмахсене лартма май килнĕ.

Унсăр пуçне проектсемпе ĕĕлеме те вăхăт тупать режиссер. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн культурăпа инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртме пулăшакан грантне тивĕçес тĕллевпе «Урапа çинчи театр» проект тăратнă. Мĕн парĕ вăл. Районти культура çурчĕн залĕнче кино кăтартаççĕ. Унсăр пуçне кунта пултарулăхпа çыхăннă ытти коллектив та йышлă. Сцена вара – пĕрре. Театрăн сценăсăр пурнăç çукю Çакă хистенĕ те Луиза Александровнăна çивĕч ыйтупа проект хатĕĕрлеме. «Районта автоклуб пур. Ăна сценăпа, хальхи вăхăтри аппаратурăпа, экранпа тивĕçтернĕ. Эпир унпа усă курасшăн», - терĕ вăл. 

Наталья ЛАВРЕНТЬЕВА

Шухăшсем:

Наталья Лаврентева,  халăх театрĕнче вылякан,

- Вунă çул каялла районти культура çуртĕнче методистра ĕçлеме пуçларăм. Ун чухнехи режиссер Лилия Маркова ялсене концертпа çренĕ май интермедисенче выляма сĕнчĕ. Килĕшрĕмю Аслă Арапуç ялĕнче иртнĕ концертра пуçласа «Куммасем» пĕчĕк камите хутшăнтăмĕ.Унтан «Салтак арăмĕ», «Вĕлтĕрен кайăк», «Хăвăн ятна ан ман» спектакльсенче вылярăм. Паян эпĕ - Патăрьелти ача-пăча музыка шкулĕн преподавателĕ, çапах театртан уйрăлман, сивĕнмен. Луиза Александровнăпа килĕштерсе ĕçлетпĕр, вăл çын кăларнă ĕçсене лартнипе çырлахмасть, хăй те пьесăсем çырать. Унăн çак енĕпе Турă панă пултарулăхĕ пысăк. Çĕнĕ «Парне» спектакльте манăн Зинук ролĕ пулĕ.

Василий БАЗМАНКИН, халăх театрĕнче вылякан,

- Кĕçĕн Арапуç ялĕĕнче пурăнатăп. Тивĕçлĕ канăва тухиччен «Герой» хуçалăхра агрономра ĕçлерĕм. Патăрьелти халăх театрне çреме пуçласси акă мĕнле пулса иртрĕ, иртнĕ кĕркунне ентешĕмĕрĕн, Александр Мефодьев çыравçăн, 80 çулхи юбилейĕнче Луиза Александровнăпа паллашрăм. Халăх театрне çреме сĕнчĕ, «Тинех лекрĕн капкăна» спектакльте Мишша рольне пачĕ. Куракансем тиркемерĕç пулĕ манăн ĕçе. Каллех чĕнчĕç театра. «Парнере» Микуш сăнарне калăплăп. Тĕрĕссипе, çамрăк чухне, хуçалăхри комсомол организацине ертсе пынă çулсенче, пултарулăх коллективĕн ĕçне хастар хутшăннă-ха, спектакльсенче те вылянă.

Галина ИБЕТОВА, халăх театрĕнче вылякан,

- Кĕçĕн Патăрьелти Кĕпер кассинче ача-пăча питĕ йышлăччĕ. Мĕн пĕчĕкрен кулăшла сценкăсем лартаттăмăр. Пĕррехинче Тăрăн ялне Çамрăксен театрĕ спектакльпе килнĕччĕ,  эпĕ артистсенчен артиста ăçта вĕрентнине ыйтса пĕлнĕччĕ.Ĕмĕтĕм тулаймарĕ, атте-анне çĕнĕ прт лартма пикенчĕ, вĕренме каяймарăм, анчах сценăран уйрăлмарăм. Пуçласа ун çине Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Чăвашкасси клубĕнчи театр кружокĕнче тухрăм. Пурнăç урапи тăван тăрăха тавăрса килчĕ. Пушă вăхăтра Патăрьелти халăх театрне çреме пуçларăм. Интермедисенче, «Тинех лекрĕн капкăна» спектакльте Праски рольне вылярăм. Театр чуна çамрăклатать, вăй-хăват парать.

Анастасия ПЕТРОВА, халăх театрĕн постановщикĕ,

- Эпĕ сцена çине пĕрремĕĕш хут 5-ре тухнă. Ун чухне куракансем, «Ку ачаран артистка пулатех», - тенĕ. Тăваттăмĕĕш класран пуçласа тĕп хулари ГĕЛебедев ячĕллĕ Чăваш наци интернат лицейĕĕнче вĕрентĕм. Унта та театр кружокне çрерĕм. Кайран та, Патăрьелти 2-мĕĕш вăтам шкулти 10-11-мĕш классенче пĕл илнĕ чухне, сценăпа сыв пуллашман. Шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн искусство факультетĕнче «Музыкăпа опера театрĕн актриси. Солист-вокалист. Преподаватель» специальноçпа диплом илтĕм. Пĕр тапхăр ачасен музыкăпа театр коллективне ертсе пытăм, пĕĕлтĕр халăх театрне вырнаçрăм. Унтанпа сцена çинче Тарье тата Зина /«Тинех лекрĕн капкăна»/, Марфушка /«Морозко»/ ролĕсене калăпларăм.

Мефодий ГАЛКИН, Патăрьелти 1-мĕш шкулăн 9-мĕĕш класĕнче вĕренекенĕ,

- Халăх театрне 7-мĕĕш класранпа çретĕп.Шкулти культурăллă-массăллă ĕçсене хутшăнмасăр юлман. Унти пĕрремĕш ĕç Василий Теркин сăнарĕ пулчĕ, халăх театрĕнче вара - «Золушкăри» Принц ролĕ, «Тинех лекрĕĕн капкăна» спектакльте мана Павел Павлович рольне пачĕç. Эпĕ музыка шкулĕнче те ăсталăха туптанă, пианино калатăп, юрлатăп, ташлатăп. 9 класс хыççăн Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин вокал уйрăмне вĕренме каясшăн. Районта Театр çулталăкне уçнă май «Нотр-Дам де Пари» мюзиклти Квазимодо партине юрларăм. Халăх театрĕнче выляма кăмăллатăп. Хама малашне пысăк сцена çинче куратăп.

Патăрьел районĕнчи культура çурчĕсенче 25 театр коллективĕ. Вĕсенчен виççĕĕшĕ - районти культура çурчĕ çумĕнчи, Чăваш Сăкăтĕнчи пукане тата Хирти Пикшикри коллективсем «халăх» ята тивĕçнĕ. Халăх театрĕсем çывăхри ялсене кăна мар, кршĕллĕ регионсене те тухса çреме мехел çитереççĕ. Хирти Пикшиксем Тутарстанри Пăва, Çĕпрел районĕсенче, Чĕмпĕрте пулнă, Патăрьелсем те Чĕмпĕр хутлăхĕнчи йăхташсене чăваш спектаклĕсемпе савăнтарасшăн.

Хыпар, 05.03.2019



05 марта 2019
10:23
Поделиться