Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушар сăлтавĕ - кивĕ электросчетчик

НАРĂСĂН 25-мĕшĕнче ирхине 3 сехетсенче районти пушар чаçне Ыхра Çырминчи Феизовсен хуçалăхĕнче пушар тухнă пирки шăнкăравланă. Яланхи пекех "01" служба инкек пулнă вырăна шутлă минутсенчех çитнĕ, кирпĕч çурта çавăрса илнĕ вут-çулăма сỹнтерме пикеннĕ.

Хальхи вăхăтра çак хуçалăхра аллă çула çывхаракан ниçта та ĕçлемен хусах пĕчченех пурăннă-мĕн. Тĕрĕссипе çурчĕ те, унăн паянхи хуçи те, çав шутрах пỹртри электропроводкăсем те пĕр çулта: 49 тултарнă! Çур ĕмĕр вĕсене пĕрре те çĕнетмен, счетчикне те улăштарман-мĕн. Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, инкекĕн сăлтавĕ те шăпах çавăнпа çыхăннă, счетчик çывăхĕнчи кĕске замыкание пула вут хыпса илнĕ. Юрать-ха, хуçа нимĕн туйми çывăрса кайман, тĕтĕм-сĕрĕмпе чыхăнса вилме те пулать.

Районта шута илекен пушарсен ытларах пайĕ çурт хуçисем çутă "çулĕсене" - электропроводсене - срокпа пăхнинчен чылай çул ытларах усă курни. Кил хуçисем укçи-тенкине перекетлени çакăн пек синкерлĕхпе те çыхăнма пултарать.

Авангард, 01.03.2019



04 марта 2019
00:00
Поделиться