Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Паттăр салтакăн ячĕ вилĕмсĕр

Шел пулин те, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче служба тивĕçне пурнăçласа çамрăклăхне татнă яшсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Паттăрлăх орденĕпе Суворов медалĕн кавалерĕ Хирти Пикшик каччи Фирдус Камалетдинов.

Чечня вăрçин синкерлĕхĕ салтакăн ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех çывăх тăванĕсене те пысăк хурлăх кỹнĕ. Çар тумне тăхăничченех вăл сывă пурнăç йĕркипе туслă пулнă, хăйĕн характерне, чăтăмлăхне спортра пиçĕхтернĕ. Çамрăклах каччă ирĕклĕ майпа кĕрешессипе республикăра та палăрма ĕлкĕрнĕ. Фирдуспа юлашки хут сывпуллашни çултан-çул хыçа юлса пырать пулин те, паттăрăн ят-сумĕ паян кун та упранать. Çакна çулсеренех ун ячĕпе ачасемпе çамрăксем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе йĕркелекен республика турнирĕ те çирĕплетсе парать. Кăçал вăл Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче ХХIV хут иртрĕ.

Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕпе çыхăннă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Шăмăршă тата Патăрьел районĕсен çар комиссарĕ В. Семенов, ЧР ШĔМĕн "Гром" спецназ командирĕ, полици подполковникĕ В. Фомиряков, районти спорт ветеранĕсем, Фирдус Камалетдиновăн тăванĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Тухса калакансенчен пурте турнир пĕлтерĕшĕ, вăл çамрăксене патриотла воспитани пама, хĕрсемпе каччăсене çирĕп хул-çурăмлă, вăй-халлă çитĕнме пулăшнине, спорт маçтăрлăхне, коллективсем хушшинчи туслăха ỹстернине палăртрĕç. "Районта ырă та пархатарлă йăла-йĕркене, ятарлă турнирсене манăçа кăларманни пирĕн халăх пĕр-пĕринпе туслă пурăннине çирĕплетсе паракан тĕслĕхсенчен пĕри",-терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов турнира хутшăнакан спортсменсене пысăк çĕнтерỹ сунса.

Çак мероприяти çулсеренех çĕнелсе, географи тĕлĕшĕнчен анлăланса пырать. Помост çине тухакан кĕрешỹçĕсем хамăр районтан çеç мар, кỹршĕ Шăмăршăран, Канашпа Шупашкар, Ульяновск хулисенчен, Тутарстанран, Мордови Республикинчен те килнĕ. Фирдус Камалетдинов ячĕпе йĕркелекен йăлана кĕнĕ турнира Воронежра пурăнакан амăшĕпе хĕрĕ хапăл туни те пĕлтерĕшлĕ. Яланхиллех куракансене вăйă илемĕпе тыткăнлакансем Хирти Пикшикрен, Турхантан, Нăрваш Шăхалĕнчен, Ыхра Çырминчен, Шăнкăртамран, Патăрьелĕнчен, Первомайскинчен, Сăкăтран, Пăлапуç Пашьелĕнчен, Ишлĕрен, Тутар Сăкăтĕнчен пулчĕç. Çакна та палăртса хăвармалла. Ачасене хатĕрлекен тренерсем вĕсемпе çине тăрса ĕçлени куç умĕнче. Помост çине тухакан спортсменсем пĕринчен тепри парăнасшăн мар. Кăçалхи çĕнĕлĕхсем пирки те асăнса хăварасшăн. Ăмăртура пуçласа 20 килограмлă виçе ушкăнĕнчи арçын ачасем кĕрешỹ мелне алла илме вĕреннине пăхма та кăмăллă пулчĕ. Тепĕр темиçе çултан вĕсем те чăн-чăн паттăрсем пекех турнира хутшăнĕç. 30 тата 36 килограмлă виçесемпе хĕр ачасем помост çине тухнине те куракансем пĕрремĕш хут хакларĕç. Сăмах май каласан, вĕсенчен Воронежри А. Сироткинапа Ульяновск облаçĕнчи Аслă Нагаткинăран килнĕ Я. Ванюкова пьедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине тăма тивĕçрĕç.

Турнирта 20 килограмран пуçласа 70 килограмран ытларах виçеллисем хăйсен ушкăнĕсенчи спортсменсемпе черетленсе кĕрешрĕç. Вăйлинчен вăйлăраххисен тупăшăвĕ çивĕч, хĕрỹ иртрĕ. Çапах та çĕнтерỹçĕсен ятне асăнса хăварасах килет: А. Шарафутдинов (20 кг, Хирти Пикшик), Р. Тазетдинов (27 кг, Патăрьел), В. Журавлев (31 кг, Патăрьел), А. Цветков (35 кг, Патăрьел), Р. Вахитов (40 кг, Патăрьел), В. Хакимов (44 кг, Патăрьел), Н. Юнусов (52 кг, Ульяновск облаçĕнчи Аслă Нагаткино), М. Молочников (57 кг, Первомайски), Р. Яроцков (60 кг, Мордва Республики), И. Иванов (70 кг ытларах, Канаш районĕ) Хисеп хучĕпе парнене тивĕçрĕç. Çавăн пекех призерсем те ăмăртуран пушă алăпа каймарĕç.

А. ЕГОРОВА

Авангард, 01.03.2019



04 марта 2019
00:00
Хроника
Поделиться