Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăмăртăва ватти- вĕтти хутшăнчĕ

Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерне, Афган вăрçинче пуçне хунă Г. Козлова асăнса Кĕçĕн Арапуçĕнчи В. Маркиданов ячĕллĕ йĕлтĕр йĕрĕ çинче Хирти Пикшик ял тăрăхĕнче пурăнакансем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту иртрĕ. Спорт уявне ял тăрăх пуçлăхĕ Э. Алимов уçрĕ. Г. Козловăн аппăшĕсем шăллĕн пурнăçĕпе, ачалăхĕпе паллаштарчĕç.

Ỹсĕм çулĕсене кура спортсменсем пĕр тата икĕ çухрăмлă дистанцисене чупрĕç. Кĕçĕн классенчен Т. Краснов (Еншик ялĕ), С. Кириллов (Именкасси), вăтаммисенчен - М. Иванкин (Кĕçĕн Арапуç), Д. Иванкина (Кĕçĕн Арапуç), В. Краснова (Еншик), Д. Иванкин (Кĕçĕн Арапуç), юлашки çулсем парта хушшинче ларакансенчен Е. Селиванов (Тикеш) мала тухрĕç.

Вĕренекенсем хыççăн йĕлтĕр йĕрĕ çине çамрăксемпе аслă çултисем тăчĕç. Кашнийĕ хăйĕн пултарулăхне туллин кăтартма тăрăшрĕ, анчах ăмăртура вăйлăран вăйли çĕнтерет. 20 çултан иртнĕ яш-кĕрĕмрен Еншикри В. Ивановпа Тикешри Н. Кузьмина пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. 40, 50, 60 çултан аслăраххисем старта тухнине те пăхса тăма кăмăллă пулчĕ. Вĕсенчен В. Краснов (Еншик), С. Селиванов (Тикеш), З. Ялукова (Тăрăн), Н. Григорьев (Кĕçĕн Арапуç) пьедесталăн çỹл-лĕ картлашки çине тăма тивĕçрĕç. Еншикре пурăнакан 88 çулхи Н. Урмаков çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Вăл çулне кура мар маттур, йĕлтĕрпе те аван ярăнать. 72-ри В. Базманкин пирки те çакнах каламалла.

Йĕлтĕр йĕрĕ çинчи чи интереслĕ самант ялсем хушшинче йĕркеленĕ ăмăрту пулса тăчĕ. Пурĕ 6 команда хутшăнчĕ. Кĕçĕн Арапуçĕнчи пĕрремĕш команда- пĕрремĕш, Тикешсем - иккĕмĕш, Еншиксемпе Кĕçĕн Арапуçсен иккĕмĕш команди виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Çемьесен ăмăртăвĕнче Тикешри Селивановсем, Еншикри Ивановсем, Красновсем йĕлтĕрпе ăнăçлă чупрĕç.

Çĕнтерỹçĕсене призсемпе тата грамотăсемпе чысларĕç. Кĕçĕн Арапуçĕнчи А. Селиванов уйрăм парнене тивĕçрĕ.

Е. КРАСНОВА

Авангард, 01.03.2019



04 марта 2019
00:00
Хроника
Поделиться