Шыв-шуртан сыхланма
Хĕл юрлă килнине шута илсен çуркунне те шыв-шурлă пулмалла. Патăрьел районĕнче Пăла юхан шывĕ те çыранран тухса сарăлма пултарĕ. Çавна май ку тăрăхри тăхăр ял – Патăрьел, Тăрăн, Тури Туçа, Аслă Арапуç салисемпе Кĕçĕн Арапуç, Тутар Тимешĕ, Вăтаел, Кивĕ Ахпÿрт, Тикеш - çурхи ейурен шар курма
Пултараççĕ.
Асăннă территорисенче хими оборудованийĕ, наркăмăш хутăшĕ, ГСМ склачĕсем
вырнаçман. Кĕтмен инкеке сирсе ямашкăн хатĕрленме тытăннă ĕнтĕ. Ейÿ тапраниччен районти гидротехника сооруженийĕсене тĕрĕслеççĕ. Вĕсене пăртан, юртан тасатаççĕ.
Хресчен сасси, 27.02.2019