Каллех малтисен йышĕнче
Çак кунсенче Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти çамрăк армеецсем А. Антипов вĕрентекен ертсе пынипе тĕп хуламăрта- Шупашкарта - пăшал перессипе йĕркеленĕ пысăк ăмăртăва хутшăнса район чысне тивĕçлипе хỹтĕленĕ, 46 команда хушшинче иккĕмĕш вырăн тухнă. Команда чысне Н. Мазяков, И. Комаров, М. Сейфуллина, В. Егорова хỹтĕленĕ.