Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çарта пулнисен туслăхĕ çирĕп

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин уявне Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем тĕрлĕ ăмăртура паллă турĕç. Çак кун Патăрьелĕнчи ФСК-ра Хирти Пикшик каччине, Чечен вăрçинче пуçне хунă Фирдус Камалетдинов ячĕпе ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе республика турнирĕ, Кĕçĕн Патăрьелĕнче Сергей тата Петр Рубцовсене асăнса мини-футбол енĕпе ăмăрту, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкул спортзалĕнче Сителте çуралса ÿссе Афганистанра пуçне хунă Александр Журавлева, Первомайскинчи  вăтам шкулта Пÿртлĕре кун çути курнă, çапăçусене хутшăннă Валерий Албутова манăçа кăларас мар тесе волейбол турнирĕсем иртнĕ. Çавăн пекех Алманчăра ял тăрăх пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн волейболла вылянă. Нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкула тутарла-пушкăртла кĕрешекенсем пуçтарăннă. Кунти спортзалта Афганистанран таврăнайман Рифкат Куликов салтака халалласа ăмăрту йĕркеленĕ.

Первомайски. Ялти вăтам шкулта Чечен Республикинчи хирĕç-тăрăва лăплантарма хутшăннă Валерий Албутова асăнса ирттернĕ волейбол турнирне хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Станислав Никитин, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар ĕç комиссарĕ Евгений Семенов, спорт ветеранĕсем тата ыттисем те уяв ячĕпе саламланă, çакнашкал асăну турнирĕсем çитĕнекен ăрăва çарпа патриотла воспитани парас ĕçре пысăк вырăн йышăннине палăртнă. Хĕрÿ тупăшусенче ООО «Вадюк» команда пĕрремĕш, Первомайски ялĕнчи çамрăксемпе ветерансем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухнă, кубоксемпе парнесене тивĕçнĕ.

Алманчă. Ял тăрăх пуçлăхĕн, Чăваш Республика культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Сергей Никитинăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ волейбол турнирĕнче 5 команда тупăшнă. Уява сумлă лару-тăрура уçнă çĕре ял тăрăх пуçлăхĕ Сергей Никитин, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Герман Петров, Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Марианна Горбунова, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Владимир Киргизов, хресчен-фермер хуçалăх ертÿçи Александр Петров хутшăннă.

Кубока Кзыл-Чишма ял тăрăхне кĕрекен Красномайскисем çĕнсе илнĕ. Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем иккĕмĕш, выпускниксен команди виççĕмĕш пулнă.

                                                      А. Иванов

Авангард, 26.02.2019



26 февраля 2019
00:00
Хроника
Поделиться