Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уйăхлăха хутшăнса

Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКара "ЮНАРМИЯ" вырăнти уйрăмĕн отрячĕсем хушшинче ăмăртусем иртрĕç. Вăл оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕпе пĕр килчĕ. Мала тухассишĕн 13 отрядри 53 çамрăк армеец тупăшрĕ.

Çамрăксене малтанах Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн представителĕ П. Иванов, районти воин-афганецсен канашĕн председателĕ, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ А. Краснов, пограничниксен пĕрлĕхĕн обществăлла организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕн çумĕ Н. Тинюков, тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсен представителĕ В. Карягин саламларĕç.

Ăмăртусене "ЮНАРМИЯ" çарпа патриотла юхăмăн вырăнти уйрăмĕн штаб начальникĕ В. Антипов йĕркелесе пычĕ. Унта хутшăнакансем Калашников автоматне сỹтсе пуçтарчĕç, патронсем хучĕç, 50 метр шывра ишрĕç.

Командăпа илес пулсан Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем (Н. Перепелкин, М. Кальметова, П. Краснова, В. Марков - ертỹçи Ю. Васюткин) пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Иккĕмĕшĕнче Патăрьелĕнчи иккĕмĕш (Н. Мазяков, А. Алякин, М. Сейфуллина, Т. Елистратова - В. Антипов), виççĕмĕшĕнче Хирти Пикшикри (А. Каштанов, Г. Чебенов, Р. Каштанова, Р. Камалетдинова - И. Пелеев) вăтам шкулсенче вĕренекенсем.

В. Львов

Авангард 22.02.2019



25 февраля 2019
00:00
Хроника
Поделиться