Сахалрах тÿлĕпĕр
Чăваш Енри ял çыннисем йăлари хытă каяшсене илсе кайнăшăн сахалрах тÿлеме тытăнĕç: тарифа 20 процент чакарĕç. Çакă район центрĕсенче пурăнакансене пырса тивмĕ. Çÿп-çапа тирпейлекен регион операторне çакăн пек йышăну тумахушнă. Чăваш Ен строительство министерствинче халĕ ку енĕпе нормативсене улăштараççĕ.
Ялсемпе хуласенче мĕн чухлĕ çÿп-çап илсе тухнине тĕпчесси вăраха каять. Çулталăкăн кашни тапхăрĕнче–хĕллепе çулла, çуркуннепе кĕркунне уйрăммăн шутламалла. Çапла майпа кăçалхи декабрь уйăхĕнче тин çĕнĕлле тÿлеме пуçлатпăр. Унччен ялта пурăнакансене валли урăх хак çирĕплетнĕ: пропискăри пĕрç ыншăн– 60,71 тенкĕ. Хула çыннисемпе район центрĕнче пурăнакансен малтанхи пекех 76 тенке яхăнт ÿлемелле.
Авангард, 22.02.2019