Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кун йĕркинчи ыйтусем -пурнăçа лайăхлатаканнисем

Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп теми - Чăваш Президенчĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыру. Кунсăр пуçне ытти ыйтусене те сỹтсе яврĕç: цифрăллă эфир телекуравĕ, ялсенче йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлесси, граждансене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси, килте йытă таврашне усрамалли условисем пирки тата ытти те.

Информаци кунне тĕп хуламăртан Чăваш Республикинчи вĕрентỹ министерствин "Чăваш республикинчи вĕрентỹ институчĕ" бюджет учрежденийĕн ректорĕ Юрий Исаев, Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе иформаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин "Чăваш Енри Наци телерадиокомпанин" директорĕн пĕтĕмĕшле ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Александр Магарин, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăм управляющийĕн çумĕ Валерий Николаев килнĕ.

Информаци кунĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне Çырупа тухнă кунпа тỹр килнĕрен, мероприятие хутшăннисем тỹрĕ эфирта çĕршыв Ертỹçин уçă Çырăвне итлерĕç. Ун хыççăн район администрацийĕн залĕнче районти культура учрежденийĕсен работникĕсемпе тата районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчи аслă класра вĕренекен ачасемпе çĕршывăн малашлăх аталанăвĕпе çыхăннă тĕп документа сỹтсе яврĕç.

- Раççей Президенчĕн черетлĕ Çырăвĕ çĕршывăн шалти тата тулашри политикине йĕркелесе пымалли тĕп документ, халăх пурнăçне аталантармалли, экономикăна тĕреклетмелли стратеги планĕ. Пирĕншĕн вăл "çул маякĕ", малашлăхра ырă улшăнусем тумалли пĕлтерĕшлĕ тĕллев,- терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Çырăва сỹтсе явнă май.

Çак кунхинех РТПС филиалĕн "Чăваш Республикинчи РТПЦ" представителĕсем Юрий Архиповпа Иван Никитин волонтерсемпе цифрăллă эфир телекăларăмне куçмалли йĕркесемпе вĕрентỹ семинарĕ йĕркелерĕç. Сăмах май каласан, 2019 çулта çĕршыври кашни кĕтесрех 20 каналпа телекăларăм передачисене тỹлевсĕрех пăхма пулать.

А. Николаева

Авангард, 22.02.2019



25 февраля 2019
00:00
Поделиться