Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Канашĕсем усăллă, сăмахĕсем витĕмлĕ

Районти агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен черетлĕ канашлăвĕ иртрĕ. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-_ экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов хутшăнчĕ, АПК ветеранĕсен канашĕн районти председателĕ М. Хафизов ертсе пычĕ.

Мероприяти ял хуçалăхĕнче нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Р. Сыраева АПК ветеранĕсен районти канашĕн членне илнинчен пуçланчĕ. Çак ятпа ăна саламланă хыççăн кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухрĕç.

Кăçалхи январьтен ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар ĕçленисене пенси çумне тата 25 процент хушса тỹлеме тытăнчĕç. Камсем илеççĕ-ха ăна тата мĕнле профессисем кĕреççĕ? Çак тата ытти ыйтусем ветерансене те кăсăклантараççĕ, çавна май вĕсем канашлăва РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн пай начальникне А. Клементьевăна чĕннĕ. Алена Геннадьевна законодательствăна кĕртнĕ çĕнĕ улшăнусемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Ветерансем çулталăк пуçланнăранпа пĕрремĕш хут канашлу ирттернĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов ял хуçалăхĕнчи 2018 çулхи кăтартусемпе кĕскен паллаштарчĕ. Вăл пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ пĕр гектартан 26,7 центнерпа танлашни, Юхмапа Пăла тăрăхĕ республикăри районсем хушшинчи экономика кăтартăвĕнче пĕрремĕш вырăн тухни, пĕлтĕр хута кайнă инвестици проекчĕсем, кăçалхи тĕллевсем пирки пĕлтерчĕ. Юлашки вăхăтра канăçсăрлантаракан темăсенчен пĕрне - фермер хуçалăхĕсенче пусă çаврăнăшне пăхăнманнине _ хускатрĕ.

АПК ветеранĕсем те ку ыйтупа çине тăрсах тăрăшмаллине, тăпрана анализ туса пулăхлăхне лайăхлатассипе тимлемеллине каларĕç. АПК ветеранĕсен районти канашĕн членĕ Т. Шакуров та сăмах илчĕ. Вăл канашăн ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. Мероприятинче çавăн пекех тата ытти ыйтусене те сỹтсе яврĕç.

О. Павлова

Авангард, 22.02.2019

25 февраля 2019
00:00
2019 год
Поделиться