Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Атлетсем вăй виçрĕç

Тăван çĕршыв хутĕлевçин кунне халалласа республикăра массăллă оборона тата спорт уйăхлăхĕ иртет. Çавна май пур çĕрте те тĕрлĕ ме роприяти йĕркелеççĕ. Патăрьелти спорт керменĕнче кире пуканĕ йăтассипе ирттернĕ VII уçă турнира Атăл тăрăхĕнчи тĕрлĕ регионтан килсе çитнĕ 141 атлет хутшăнчĕ. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ру- дольф Селиванов, кире пуканĕ спорчĕн Пĕтĕм Раççейри федерацийĕн президиумĕн пай- ташĕ Юрий Карпов, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Аф- ганистан вăрçине хутшăннă воин-интернационалист Алексей Краснов, ăмăртусен тĕп йĕркелуçи, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Решит Санзяпов тата ыт- тисем саламларĕç.

 Çитĕннĕ арçынсен хушшинче абсолютлă чемпион ятне Самар облаçĕнчи тĕнче спорт мастерĕ, Раççей çарĕн капитанĕ Олег Щербин тивĕçрĕ. Çивĕч кĕрешуре иртнĕ турнирта Ре- шит Санзяпов фермер (хресчен) хуçалăхĕ çирĕплетнĕ парнесене тата Патăрьел районĕн ад- министрацийĕн ылтăн медалĕсемпе ытти наградăна хăйсен виçисенче тата тĕрлĕ ушкăнра пĕрремĕш вырăнсем йышăннă Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем Ан- дрей Кузнецов, Василий Кириллов, Олег Леонтьев, Анастасия Александрова, Елена Бушуева, Елчĕк районĕнчи Валентина Айдаровăпа Юлия Александрова, Йĕпреç районĕнчи Даяна Бачина, Патăрьелти Анна Кузнецова, Вăрнар районĕнчи Николай Да- нилов, Канаш хулинчи Сергей Калашниковпа Владимир Панихидкин, Самар облаçĕнчи Расим Даминовпа Станислав Юрасков çĕнсе илчĕç.

Республикăри кире пуканĕ йăтакансем халĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусене хутшăнма хатĕрленеççĕ.Март уйăхĕн варринче Ярославль облаçĕнче çĕршыври 22 çултан кĕçĕнрех çамрăксен чемпионачĕ иртет. Апрель пуçламăшĕнче вара Шупашкарта 40 çултан аслăрах спорт ветеранĕсем вăй виçеççĕ.

 Владислав СИДОРОВ

Хресчен сасси, 20.02.2019



20 февраля 2019
11:51
Хроника
Поделиться