Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юсав объекчĕпе паллашнă

Красномайскинчи ял клубне Шупашкар йĕркеленсе кайнăранпа - 550, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине сумлăн кĕтсе илессипе çыхăннă программăсемпе юсама пуçланă.

Ăна валли тăватă миллион тенкĕ ытла укçа уйăрнă. Ĕçе икĕ çулта - 2018 - 2019 - вĕçлеме палăртнă. Пĕлтĕр тума пăхса хăварнине планпа килĕшỹллĕн вĕçленĕ. Объектăн подрядчикĕ - Р. Ямалетдинов индивидуаллă предприниматель.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов клубра юсав еплерех пынипе паллашнă. Подрядчикпа тĕл пулса калаçнă май ĕçе тĕплĕ тумаллине, культура "вучахĕ" хăтлă та илемлĕ пулмаллине пĕлтернĕ.

Республикăри тĕрлĕ программăна хутшăнса районта пĕлтĕр Ишлĕре 100 вырăнлă культура çурчĕ тунă, Шăхачрине тата Анат Туçарине тĕплĕн, Тикешрине, Тăрăнтине, Козловка-Пăлакассинчине, Тутар Тимешĕнчине юсанă. Çавăн пекех Турханти клуба та икĕ çулта "сиплесе" пĕтермелле. Паяна Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 15 учрежденине юсанă тата модернизациленĕ.

О. Бельдекова

Авангард, 19.02.2019



19 февраля 2019
11:18
Хроника
Поделиться