Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пуçламăш кăтартусем кăмăллă

Çĕнĕ çула мĕнле кăмăлпа кĕретĕн, çавăн пекех вĕçлетĕн тенине ĕненсен районти ЗАГС уйрăмĕ сарă сысна çулталăкне начар мар пуçланине пĕтĕмлетмелле.

Иртнĕ çулхи кăрлачра Мăшăрлану керменĕн специалисчĕсем 20 пепке ячĕпе çуралнă хут çырнă пулсан, кăçал çак ятпа 26 ашшĕ-амăшне саламланă. Вилекенсен шучĕ те сахалланнă. Çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕн ăнăçлăхĕпе савăнмалли сăлтав татах та пур. Иртнĕ январьте арçынсем вăтамран 66 çул çеç пурăнни паллă, хальхинче вĕсен вăтам ĕмĕрĕ 72 çулпа (куç ан ỹктĕрех) танлашнă.

Авангард 19.02.2019



19 февраля 2019
11:36
2019 год
Поделиться