Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Депутатсен парнисемшĕн

"Паттăр" ФСК спорт залĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен Олег Мешковпа Кирилл Ермолаевăн парнисене çĕнсе илессишĕн волейболла выляссипе ăмăртусем иртрĕç.

Тупăшусене хĕрсен пилĕк, каччăсен ултă команди хутшăнчĕ. Спорт уявне уçнă май пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, "Паттăр" ФСК директорĕ Алексей Краснов, Олег Мешковăн шаннă çынни Людмила Лялина саламларĕç.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти хĕрсен команди çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Турханти тата Первомайскинчи вăтам шкулсенчи спортсменсем йĕркипе шутласа иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Арçын ачасенчен те Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем харсăр пулчĕç. Иккĕмĕш вырăнта Туçари, виççĕмĕшĕнче Турханти вăтам шкулсен волейболисчĕсем.

Çĕнтерỹçĕсем депутатсен ячĕсемпе çирĕплетнĕ кубоксене, дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç.

А. Иванова

Авангард, 19.02.2019



19 февраля 2019
11:29
Хроника
Поделиться