Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăван чĕлхесен уявĕ

Нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче республикăри вĕрентỹ институчĕн акт залĕнче тăван чĕлхене, Чăваш Ене, Раççее мухтакан юрăсем, сăвăсем чăвашла та, тутарла та янăрарĕç.

Интеллектуаллă вăйăсен уявне тăваттăмĕш класра вĕренекенсем уçрĕç. Унта муниципаллă тапхăрти олимпиадăсенче çĕнтернĕ 124 ача хутшăнчĕ. Вĕсем тăван литературăн ăста классикĕсен произведенийĕсен чĕлхе вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕç, реклама хучĕсем хатĕрлерĕç, илемлĕ калавсем шăрçаларĕç.

Тỹресем вĕрентекенсем ачасене вăйăсене тăрăшса хатĕрленине палăртрĕç. Район чысне хỹтĕлеме хутшăннă 16 вĕренекенрен чăваш чĕлхипе Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти А. Ларев (вĕрентекенĕ Т. Козлова) пĕрремĕш, Хирти Пикшикри вăтам шкулти А. Селиванова (вĕрентекенĕ Л. Данилова) - иккĕмĕш, Первомайскинчи вăтам шкулти А. Белова (вĕрентекенĕ Л. Николаева) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Сăкăтри вăтам шкулти Д. Силюкова (вĕрентекенĕ В. Ильина) призер пулчĕ. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти (вырăс шкулĕсен шутĕнчен) И. Азизова (вĕрентекенĕ В. Солдатова) каллех виççĕмĕш вырăнпа палăрчĕ.

Тутар чĕлхинчи литература вулавĕпе Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти А. Пазюкова (вĕрентекенĕ Г. Чукмаева) пĕрремĕш, Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти А. Асеинова (вĕрентекенĕ Г. Пазюкова) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Тутар чĕлхипе Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти А. Якушева (вĕрентекенĕ Г. Пазюкова) иккĕмĕш, Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Д. Тимербулатова (вĕрентекенĕ З. Тазетдинова) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

А. Астраханцева

Авангард, 15.02.2019



16 февраля 2019
09:04
Хроника
Поделиться