Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Салтак-ветерансем турнира хатĕрленеççĕ

Районти тĕрлĕ çар чаçĕнче службăра пулнă салтак-ветерансем Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ ячĕпе волейбол турнирне йĕркелесси ырă йăлана кĕрсе пырать. Кăçалхи спорт мероприятине вĕсем пирĕн салтаксене Афганистанри вăрçăран илсе тухнăранпа 30 çул çитнине халалланă.

Февралĕн 17-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта уяв ячĕпе йĕркелекен турнира чикĕ хуралçисем, Германинче çар службинче пулнисем, десант, танкистсен, строительство, ракета çарĕн ветеранĕсем тата ыттисем те хутшăнĕç. Ăмăртăва ирхине 9 сехетре пуçлама палăртаççĕ. Ытти çулсенче тĕрлĕ çар чаçĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçланисен волейбол вăййине пахалама, вĕсене вăй пама пулас салтаксем, ытти куракансем те йышлă пуçтарăннă. Шанас килет, кăçал та "салтак-шурсухалсен" пуçарăвне хапăл тăвакансем сахалăнах пулмĕç.

Авангард, 15.02.2019



16 февраля 2019
09:06
Поделиться