Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ

 «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕнче ЧР тава тивĕçлĕ учительне, вĕрентỹ отличникне Виталий Волкова асра тытса волейбол турнирĕ иртнĕ. Унта 6 шкул команди ăмăртнă. Кĕçĕн Патăрьелти «Олимп» стадионта вара спорт ветеранĕн, Патăрьел районĕнчи йĕлтĕрçĕсен федерацийĕн председателĕн СергейСафьяновăн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрçĕсем старта тухнă. Спортсменсене «Паттăр» директорĕ Алексей Краснов, Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Константин Михеев, спорт ветеранĕ Николай Паймуллин ăнăçу суннă. Тупăшура хĕрсемпе каччăсем кăна маар, арçынсемпехĕрарăмсем те вăй виçн. 7-68 çулсенчи 120 йĕлтĕрçĕ хутшăннă. Çĕнтерỹçĕсене дипломпа, медальпе чысланă. Кĕçĕн Арапуçри Александр Селиванов (вăл мĕн ачаран инвалид) ятарлă парнене тивĕçнĕ.

Хыпар, 08.09.2019



08 февраля 2019
09:02
Поделиться