Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патшалăх пулăшăвĕ курăмлă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов республикăри "Агро-Инновацисен" хысна унитари предприятин директорĕпе Н. Васильевпа тĕл пулнă.

Шупашкар хăни фермер ĕçне пуçăнакансене, çемье фермин, ял хуçалăх потребительсен кооперативĕсен ертỹçисене вĕрентекен семинарсем пуçланнине, унта "Агро-Инновацисен" специалисчĕсем грант илмелли конкурссене хутшăнмалли документсене еплерех хатĕрлемеллине ăнлантарни пирки каласа кăтартнă.

Н. Васильев республикăра çĕнĕ проектсем- агростартап тата ял хуçалăх потребителĕсене выльăх, оборудованисем, вăрлăх туянса тăкакланнин пĕр пайне каялла тавăрса парасси - хута каяссине, çавăн пекех патшалăхăн ытти пулăшăвĕсем те пулнине пĕлтернĕ.

2012 çултанпа фермер ĕçне пуçăнакансене, çемье ферми йĕркелекенсене, 2016 çултанпа ял хуçалăх потребительсен кооперативĕсене техникăпа пурлăх базине пуянлатма грант парса хавхалантараççĕ. Кăçалтан "Агростартап" проект пурнăçа кĕме тытăнать. Сăмах май, пирĕн районта патшалăх пулăшăвĕпе фермер ĕçне пуçăнакан 45 çын, выльăх-чĕрлĕх усрас тесе ферма тума 10-ăн, ял хуçалăх потребительсен виçĕ ко- оперативĕ усă курнă.

Р. Селиванов ял хуçалăх отрасльне аталантарма хыснаран уйăракан укçа нумай витĕм кỹнине, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçăлнине, пĕлтĕр çеç 40 çын ытла валли вăй хумалли вырăнсем хушăннине палăртнă.

Январĕн 29-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторта патшалăх пулăшăвне илес текен пĕчĕк формăллă хуçалăхсемпе "Агро-Инновацисен" предприятин специалисчĕсем вĕрентỹ ирттернĕ.

Мероприятие хутшăнакансем хăйсене хумхантаракан ыйтусем çине тулли те тĕрĕс хуравсем илнĕ.

(Хамăр корр.)



01 февраля 2019
20:02
Хроника
Поделиться