Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ

Районта нумай пурăнакансен шучĕ çултан-çул уссе пырать. Акă, сăмахран, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Чăваш Ишекĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Дария Калиникова нарăс уйăхĕнче 105 çул тултарать. Тури Туçа ялĕнчи Елена Табакова вара пĕр ĕмĕр тултарнине паллă тăвать. Пăлапуç Пашьелти, Алманчăри тата Нăрваш Шăхальти Ксения Чернова, Мария Петрова тата Клавдия Спиридонова хăйсен менелникне 95-мĕш хут паллă тăвĕç. Тутар Сăкăтĕнчи Шемшинур Миназетдинова 9 теçетке çула хыçа хăварнă. Сăмах май, 2018 çулта нумай пурăнакан 95 çын юбилейне уявланă. Вăрăм ĕмĕрлисенчен ытларахăшĕ -

26 çын - Тури Туçа ял тăрăхĕнчен. Çĕнĕ Ахпуртпе Шăнкăртам ял тăрăхĕсенче те йышлă вĕсем.

2019.02.01, Хыпар



01 февраля 2019
14:22
Поделиться