Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йĕркелĕх пĕрлехи вăйран килет

Кăрлач уйăхĕ ĕç коллективĕсенче иртнĕ çулталăка пĕтĕмлетмелли хĕрỹ тапхăр. Йăлана кĕнĕ йĕркепе район полицийĕн сотрудникĕсем те 2018 çулхи ĕç итогне пăхса тухрĕç, оперативлă служба ĕçĕнчи кăçалхи тĕллевсене çивĕчлетрĕç. Итоглă канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, район прокурорĕ Николай Осипов, ЧР ШĔМĕн информаци центрĕн начальникĕн çумĕ Вячеслав Комаров, район полицийĕн ветерансен канашĕн председателĕ Аркадий Якимов хутшăнчĕç.

Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи криминогенлă лару-тăрăва пирĕн сотрудниксем кирлĕ пек тытса тăнăран пĕлтĕрхи çулталăка начар мар кăтартупа вĕçлерĕмĕр. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревское" уйрăмĕн начальникĕ Андрей Фомин пĕтĕмлетỹ канашлăвĕнчи докладра кун пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

2018 çулта преступлени тăвасси 24,9 процент чакнă. Çакă, паллах, йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен пĕрлехи ĕçĕн результачĕ, халăхпа ăнлантару ĕçне кирлĕ пек йĕркелени. Уйрăмах питĕ йывăр, вăтам шайри тата пысăках мар преступленисем тăвасси те маларахри çулпа танлаштарсан сахалтарах. Пĕлтĕр ỹсĕрле, малтан та суд урлă тухнă е тата ниçта та ĕçлемен çынсем усал çул çине тăнă тĕслĕхсем чакни те кăмăллă.

Çулталăк тăршшшĕпе районти полицие халăхран 4620 ыйту кĕнĕ. Кашни 10 пин çын пуçне районта 49,9 преступлени тивет. Вĕсем ытларах пысăках мар преступленисемпе (72,6 процент), ют пурлăха çаратассипе (27,6 процент), вĕлерессипе хăратнисем (8 процент), ултавпа (6,9 процент), вăрлассипе (18 процент), çын сывлăхне сиен кỹнипе (4,6 процент), хĕненипе (3,8 процент) çыхăннăскерсем.

Çакна та палăртса хăвармалла. Пĕлтĕр йывăр преступлени тăвасси 35 процент ỹснĕ, уйрăмах йывăр преступленисем 250 процент таранах, пысăках мар ĕçпе çыхăннисем 24,7 процент сахалланнă. Çынна вĕлерессипе çыхăннă хура ĕçсем шăп çурри чакнă. Хурахла тапăнни, хĕрарăма мăшкăл кăтартни, автомобиль вăрлани тата ытти те пулман.

РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревское" уйрăмĕн сотрудникĕсем экономика преступленине тăвакансене тăрă шыв çине кăларассипе те тимлеççĕ. Иртнĕ çул полици сотрудникĕсем çакнашкал 17 тĕслĕхе тупса палăртнă.

Пĕтĕмĕшле илсен районти йĕрке хуралĕн çулталăкри ĕçне начар мар хак пачĕç. Кун валли çирĕплетсе памалли сăлтавĕ те пур: республикăра йышăннă 26 кăтартуран пирĕн полици уйрăмĕн ĕçне 20-шĕнпе "лайăх" тесе хак панă. Иртнĕ çулхи оперативлă ĕç кăтартăвĕсем пирĕн сотрудниксене кăçал тата ытларах хавхаланса ĕçлеме хистеччĕр.

С. СЕЛИВАНОВ, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревское" уйрăмĕн полици начальникĕн çумĕ

Авангард,29.01.2019



29 января 2019
17:55
2019 год
Поделиться