Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аталану çул-йĕрне уçăмлатрĕç

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов çак кунсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи организаци-предприяти, учреждени ертỹçисемпе тĕл пулчĕ, иртнĕ çулхи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ май малашнехи тĕллевсене те пĕрле сỹтсе яврĕç.

Ку таранччен ĕçлĕ тĕл тулăва "Чăвашэнерго" филиалĕн "МРСК Волги" ПАО производство уйрăмĕн начальникĕпе Александр Денисовпа, халăха социаллă хỹтлĕх паракан центр директорĕпе Анисия Воробьевăпа, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕпе Валерий Спиридоновпа, Турханти психоневрологи интерначĕн директорĕпе Геннадий Афанасьевпа, районти Патшалăх ветеринари службин ертỹçипе Петр Ефимовпа, Чăваш Республикинчи патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата картографин федераллă служба управленийĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн начальникĕпе Ильсияр Карамапа, районти пушар надзорĕн начальникĕпе Андрей Тукмаковпа, районти 26-мĕш пушар чаçĕн начальникĕпе Николай Назаровпа, "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕпе Александр Козловпа, налук службин районсем хушшинчи инспекцийĕн начальникĕн çумĕпе Геннадий Филипповпа ирттернĕ.

(Хамăр корр.)

Авангард,29.01.2019



29 января 2019
17:57
Поделиться