Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ача шăпишĕн чăн малтан ашшĕ-амăшĕ яваплă

РАЙОН администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлекен комиссин кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕнчех çирĕме яхăн ĕç пăхса тухрĕç. Комиссинче пăхса тухнă ыйтусем ытларах ашшĕ-амăшĕпе, вĕсем чун панă пепкисене тивĕçлĕ воспитани паманнипе, çул çитмен ачасем тĕрĕс мар çул çине тăнипе çыхăннă. Çемьере çирĕп йĕрке, тĕрĕслев пулманран ачасем хăйсене ирĕк туяççĕ. Çавăнпа та вĕсем пирус туртма та, эрех-сăра ĕçме, усал сăмахпа калаçма та именмеççĕ. Акă, комисси членĕсем умĕнче 18 çул тултарман пĕр каччăн темиçе сăлтавпа хăйĕн айăпĕшĕн питне хĕретме тиврĕ: водитель прависĕрех руль умне ларнă, эрех ĕçнĕ хыççăн автомашинăпа çула тухнă, обществăлла вырăнта ỹсĕр пулнă тата ытти те. Çапла вара агропромышленность техникумĕнче вĕренекен студентăн хăйне кирлĕ пек тытма пĕлменшĕн, административлă право йĕркисене пăснăшăн çывăх вăхăтра 40 пин тенке яхăн штраф тỹлеме тивĕ!

Авангард,29.01.2019



29 января 2019
17:50
Поделиться