Патăрьел районĕ
Бизнес-инкубаторта сунарçăсен канашлăвĕ иртнĕ. Тĕп ыйту — Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сыснасене Африкамурĕпе чирлеттерес мар тесе ятарлăĕç-хĕл туса ирттересси. Унăнĕçне Патшалăх ветеринари службин Патăрьелти уйрăмĕн пуçлăхĕ,«Охотрыболовсоюз» председателĕ, «Люльское», «Шыгырданы» сунар хуçалăхĕсен ĕçченĕсем, сунарçăсем хутшăннă. Канашлăва райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ — экономика, ял хуçалăхĕ, çĕр татапурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Леонид Кузнецов йĕркелесеертсе пынă. Патăрьелти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ Петр Ефимов сыснасен Африка мурĕпе, кайăк грипĕпеçыхăннă лару-тăрупа паллаштарнă. Вăрмансенче чĕр чунсене тăрантарас енĕпе епле ĕçлени çинчен «Охотрыболовсоюз» председателĕпе Евгений Алешевпа «Люльское» сунар хуçалăхĕн ĕçченĕХарис Басыров каласа кăтартнă.
Хыпар, 25.01.2019