Снегоход та тимлĕх ыйтать
Техникăна яланах тимлĕх кирлĕ. Çула тухма юрăхлă пултăр тесен вăхăтра юсамалла, патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Шел пулин те, пурте çакна шута илмеççĕ. Республикăра, çавăн пекех районта та январĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 21-мĕшĕччен "Снегоход" профилактика мероприятийĕ иртет, çавна май ятарлă комисси туса хунă. Вĕсем юр çийĕн хатĕрпе çỹрекенсен тракторист-машинист удостоверенинче "А1" (çул çук çĕрте çỹремелли мототранспорт хатĕрĕ валли) паллă пуррине, патшалăх регистрацийĕнче шута илнине, эксплуатацилемелли хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăннине, çут çанталăка вараламаннине тĕрĕслĕç. Çул çỹрев ăнăçлă ирттĕр тесен медицина аптеки, çулăм сỹнтермелли хатĕр (огнетушитель), водитель тата пассажир валли шлем та пулмалла.
И. ВАСИЛЬЕВ, Патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ
Авангард, 22.01.2019