Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хăрушсăрлăх йĕркине шута илменшĕн

РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви Управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следователĕсем пуçтарнă материалсемпе тĕпченĕ Тутар Республикинчи Пăва хулинчи 23 çулхи гражданин пирки уголовлă ĕç вĕçленнĕ. Ăна РФ УКăн 238 статйин 1 пайĕпе (çăмăллăхпа тивĕçтернĕ чухне хăрушсăрлăх йĕркине шута илменшĕн) айăплаççĕ.

Следстви версийĕпе вăл индивидуаллă предприниматель пулманнине пăхмасăрах 2018 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи "Акатуй-Сабантуй" уявĕнче квадрациклпа тỹлевлĕ çăмăллăхсем кỹнĕ, ачасене ярăнтарнă. Асăннă техника пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине пăхмасăрах вăл унпа усă курма пĕр çынна проката панă. Апла пулин те квадрацикл хуçи гражданкăпа кирлĕ инструктаж ирттермен, хỹтĕленмелли япаласемпе тивĕçтермен, халăх йышлă пуçтарăннă вырăнта çынсем çине кĕрсе кайма пултарассине те ăнлантарман. Çавна пула руль умĕнчи хăнăху пулманран карта çине кĕрсе кайнă, тăватă çынна суранлатнă.

Уголовлă ĕçе район прокурорĕ айăплав пĕтĕмлетĕвне йышăннă хыççăн район судне ярса панă.

Т. ПРЫГУНОВА, РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следователь помощникĕ

Авангард, 22.01.2019



23 января 2019
09:35
Поделиться