Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мухтаман тавар хак хушмасть

Патăрьелĕнчи бизнес-инкубатор залĕнче районти ял хуçалăх таварĕ туса илекенсемпе канашлу иртнĕ. Унта пахча çимĕç, тыр-пул, çавăн пекех сухан тата вăрлăх суханăн хакĕ пирки калаçнă. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов ертсе пынă.

Канашлура пусă çаврăнăшне пăхăнасси, тăпра пулăхлăхне ỹстерме удобренисемпе усă курасси пирки те сăмах хускатнă. "Россельхозцентр" учрежденин районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи филиалĕн начальникĕ О. Глухов кĕркунне кĕлетри пỹлмесем тулли пулччăр тесен пахалăхлă вăрлăх кирлине каланă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕ вăрлăх сухан ỹстерессипе республикăра та палăрса тăнине шута илсе ку темăна та хускатнă. Пĕлтĕр вăл 425 гектар йышăннă. Виçĕмçул унăн тухăçĕ пĕр гектартан 135,3 центнер тухнă пулсан иртнĕ çул пĕчĕкрех: 70-80 центнер.

Çимĕçе сутлăх валли хатĕрлеме пуçланă. Кăтарту питех савăнтарманнине шута илсе вăрлăх суханăн "Штутгартен" сор- тăн пĕрремĕш ушкăнне -70-75 тенкĕрен (пĕр килограмм), иккĕмĕшне - 75-80, "Кармен" сорта - 80-85, 85-90, тăрăхлине 90-100,100-110 тенкĕрен кая памалла маррине сỹтсе явнă.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Авангард, 15.01.2019



15 января 2019
11:50
2019 год
Поделиться