Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачуна çурат, хăвна савăнма...

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ 2018 çулхи пĕтĕмлетỹсене тунă. Иртсе кайнă çулталăкра кунта пурĕ гражданла тăрăмăн 1197 актне регистрациленĕ.

Пĕтĕмлетỹ тăрăх, 2018 çулта районта 338 ача çуралнă. Вĕсенчен 177-шĕ арçын ача, 161 - хĕрача. 2017 çулпа танлаштарас пулсан пĕлтĕр çут тĕнчене 1 ача ытларах килнĕ. Районти 106 çемьере пĕрремĕш ача çуралнă, 111 çемьере- иккĕмĕш, 88 çемьере - виççĕмĕш, 24 çемьере - тăваттăмĕш, 4 çемьере - пиллĕкмĕш, пĕр çемьере вара ашшĕ-амăшĕ улттăмĕш пепкене алла илнĕ.

Çуратакансен хушшинче 50-шĕ _ пĕччен амăшĕсем, пĕр амăшĕ çула çитмен. Çавăн пекех районта 4 йĕкĕреш çут тĕнчене килнĕ. Хĕрачасене ытларах Анна, Милана, София, Амелия, арçын ачасене - Кирилл, Артем, Даниил ят панă.

Шел пулин те, вилекенсен шучĕ çуралакансенчен нумайрах: 283 арçын, 279 хĕрарăм ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнă. Ку 2017 çулпа танлаштарсан 64 çын ытларах. Çын вилнине регистрациленĕ актсем тăрăх, арçынсем ытларахăшĕ 65 çулччен, хĕрарăмсем 80 çулччен пурăнаççĕ. Маларахри çула пăхас пулсан арçынсен пурăнасси 1 çула яхăн чакнă, хĕрарăмсен çавах юлнă.

2018 çулта çемье çавăрни пирки 172 акт çырнă (2017 çултинчен 32 сахалрах). Çемье çавăракан хĕрсем ытларах 18-24 çулта, арçынсем- 25-34 çулта. Анчах та уйрăлни пирки те сахалах мар - 59 акт (2017 çултине пăхсан 17 сахалрах). Уйрăлакансенчен 7 çемье хăйсен килĕшĕвĕпе, 52-шĕ вара суд урлă пĕр йăвара пурăнма пăрахнă.

Çавăн пекех ЗАГС пайĕнче чăн та ашшĕ пулнине ĕнентерекен 41, ача усрава илни çинчен 1, ят, ашшĕ ячĕ е хушамат ылмаштарни пирки 24 çын ячĕпе акт çырнă.

Пĕлтĕр гражданла актсенче йăнăша тỹрлетме е улшăну кĕртме 262 ыйту йышăннă, патшалăх регистрациленĕ гражданла тăрăмăн 489 акт çырăвĕ пирки свидетельство çĕнĕрен çырнă, пурĕ 1814 справкăпа извещени панă.

(Хамăр корр.).Авангард, 15.01.2019



15 января 2019
11:46
2019 год
Поделиться