Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Туçа ял тăрăхĕ вăрăм ĕмĕрлĕ çынсемпе пуян

2018 ÇУЛ районта чылай ырă пулăмпа асра юлчĕ. Вĕсенчен пĕри - 80 çул урлă каçнă ватăсене хисеплĕ те сумлă юбилейпе саламлани. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çак ушкăнти шурсухалсемпе аксакалсем сахал мар. Ку тĕлĕшпе Туçа ял тăрăхĕ пуринчен те пуянрах. Пĕлтĕр çеç кунта пурăнакан вăрăм ĕмĕрлĕ 26 çынна юбилей ячĕпе Раççей Президенчĕн Тав çырăвне, район администрацийĕн пуçлăхĕн саламлă çырăвне, юбилей парнине çитернĕ. Çĕнĕ Ахпỹрт, Шăнкăртам, Пикшик ял поселенийĕсенче те çирĕмшер ытла ĕç ветеранне паллă кун ячĕпе саламланă. Сумлă кĕрекере ăшă сăмаха тивĕçлисем ытти ял тăрăхĕсенче те пулнă.

Çакна та палăртса хăвармалла. Вуншар çул хыçа хăварса хурапа шурра сахал мар черетленисем хушшинче ытларах (83 проценчĕ) хĕрарăмсем. Вĕсен вăтам ĕмĕрĕ те çемье пуçлăхĕсенчен самай пысăкрах.



11 января 2019
11:56
2019 год
Поделиться