Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тивĕçлĕ хастаршăн хăвăрăн сассăра парăр

Юхмапа Пăла тăрăхĕн-че йăлана кĕнĕ мероприятисем сахал мар иртсе пыраççĕ. Район халăхĕ валли чăвашла тата тутарла чĕлхепе тухса тăракан "Авангард" хаçат редакцийĕн пуçарăвĕпе старт илнĕ "Çулталăк çынни" конкурс та çултан-çулах хăйĕн пĕлтерĕшне ỹстерсе пыни кăмăллă. Вулакансен шухăшне шута илсе йĕркелекен тупăшăва кăçал вун улттăмĕш хут пĕтĕмлетĕпĕр.

Çакна палăртса хăвармалла. Конкурс условийĕ маларахри çулсенчи пекех. 2018 çулта тĕрлĕ сферăра, производствăра, харпăр хăй ĕçĕнче палăрнă е паттăрла ĕç тунă хастаршăн хăвăрăн сассăра панине пĕлтерсе почта çыхăнăвĕ урлă е тỹрех хаçат редакцине алă пусса çирĕплетнĕ списока çитермелле. Хаклă вулаканăмăрсем, сирĕн сĕнĕвĕрсене шута илсе "Çулталăк çынни" конкурсăн кăçалхи тупăшăвне çак çынсене кĕртнĕ: Юрий Трофимов, Патăрьелĕнчи предприниматель; Антонина Салмина, Туçа ял старости; Анатолий Быков, республикăри "Пограничное братство" обществăн районти уйрăмĕн ертỹçи; Гельнур Сабитова, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул директорĕ; Мария Мадюкова, Çĕньял ял тăрăх пуçлăхĕ; Рауф Хафизов, Шăнкăртамри аксакалсен обществăлла канашĕн председателĕ; Анатолий Туптов, "Сувар" утар паркĕн ертỹçи (Аслă Чемен); Петр Кузнецов, Кивĕ Катек ялĕ, ĕç ветеранĕ; Алексей Краснов, Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ; Светлана Ибетова, Патăрьелĕнчи тĕп больницăри медицина психологĕ; Александр Иванов, Чăваш Ишекĕнчи предприниматель (паттăрла ĕç тунă); Владимир Верликов, Каншелĕнчи "Çăлкуç" фольклор ушкăнĕн ертỹçи. Конкурса Район пичечĕн кунĕччен, нарăсăн 8-мĕшĕччен, пĕтĕмлететпĕр. Хисеплĕ вулаканăмăрсем!

Конкурса хутшăннă тивĕçлĕ хастаршăн хăвăрăн сассăра парасса шанатпăр. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 6-14-49, 6-14-46, 6-25-28.

Вулакана пĕлме

Журналистсен пуçарăвĕпе йĕркеленĕ конкурса ку таранччен 170 ытла çын хутшăннă. Вĕсем пурте район шайĕнче хăйсен ĕçĕпе, пултарулăхĕпе, хастарлăхĕпе палăрнă çынсем. Иртнĕ çул калем ăстисен "титулне" - "Çулталăк çынни - 2017" хисеплĕ ята - "Нектар" хресчен фермер хуçалăх ертỹçи, Турханта пурăнакан Николай Пирожков тивĕçнĕ.

("Авангард" хаçат редакцийĕ)

11.01.2019



11 января 2019
11:49
Поделиться