Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Колхоза çĕклекенсенчен пĕри

Ял хуçалăх предприятийĕн коллективĕ тухăçлăĕçлесен çеç производствăнаỹстерме пулать.Çак формулăпапурте килĕшеççĕ-тĕр. Патăрьел районĕнчиТурханта пурăнакан Иван Косойкин - «Россия» колхозраỹсĕмтăвассишĕн çине тăрсах ĕçленисенчен пĕри.

Вăл чи йывăр вырăнта - тыр-пул, сĕт, какай туса илнĕçĕрте тăрăшнă. Фермăна ирех çитнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçихыççăн унтан тислĕк алăпа кăларнă.Ĕçхатĕрĕсем лаша, урапа-çуна, сенĕк-кĕреçе, витре, фляга пулнă. Ял хуçалăх культурисене акса çитĕнтернĕ чухне те ытларах алăвĕççĕн ĕçленĕ. 1980 çул тĕлне ял хуçалăхнемеханизацилесе пĕтернĕ - çынсен ĕçне самаях çăмăллатнă.  Иван Гаврилович çав çулсене лайăх астăвать, пурнăç еплерех лайăхланса пынине аван пĕлет. Модернизаци тапхăрĕ яла çăмăллăх илсе килнĕ,çынсем вăхăта çемьене, кил хуçалăхне, культурăллăканма ытларах уйăрма тытăннă.

Ял хуçалăх культурисене минерал удобренийĕпе апатлантарма,  сăтăрçăсенехими им-çамĕпе пĕтерме пуçласан «Россия» колхоз та çĕртен пысăк тухăç илнĕ. Унăн çитĕнĕвĕсенче Иван Гавриловичăнтпи те пур.  Ĕçри лайăх кăтартусемшĕн ăна1973 çулта Пĕтĕм Союзри халăх çитĕнĕвĕсен куравĕн кĕмĕл медальне, 1980 çулсенче «Патăрьел районĕн чи лайăх выльăх пăхаканĕ» ята тивĕçнĕ, Сочире канма путевка панă.

- Иртнĕĕмĕрте патшалăх ял хуçалăхнеаталантарма май ытларах туса панă, çавăнпа колхоз-совхоз çитĕнçулĕпе пымалăхукçа ĕçлесе илнĕ, - тет ИванКосойкин. -Нумаях пулмасть 90 çул тултартăм.  Мананимĕн те кирлĕ мар ĕнтĕ. Патшалăх ялхуçалăхне ура çинче çирĕп тăма пулăшасса кĕтетĕп çеç. Тен,ăна укçа нумайрах уйăрасса курăп - лайăхчĕ те!

Сергей МИХЕЕВ

Хыпар, 11.12.2019

 



11 января 2019
10:53
2019 год
Поделиться