Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сумлă ят савăнтарать, пурăнма хавхалантарать

ЧЫЛАЙ çул вăй хуракан çынсене сума суни, вĕсене "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ятпа чыслани чăннипех те савăнтарать. Сумлă ята илес тесен тивĕçлĕ наградăсем кирлĕ е арçынсен ĕç стажĕ- 42 çул та 6 уйăх, хĕрарăмсен 37 çул та 6 уйăх пулмалла. Çак кунсенче районти ĕç ветеранĕсен речĕ тата ỹсрĕ. Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра "Ĕç ветеранĕ" тата "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илнисене саламларĕç. Хальхи вăхăтра вĕсем пирĕн тăрăхра 3720ĕн, 2252-шĕ шăпах стаж пухса тухнă.



28 декабря 2018
16:06
Поделиться