Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пăлапуç Пашьелсем уявра савăннă, диплома тивĕçнĕ

ШУПАШКАРТИ Трактор тăвакансен керменĕнче халăх пултарулăх ушкăнĕсен фестиваль-конкурссенчи çĕнтерỹçĕсем хушшинче "Фестиваль ярмăркки" ятпа конкурс иртнĕ. Унта хутшăнакансем чăваш халăхĕн çулталăкри - январьтен пуçласа декабрьччен - уявĕсене, йăли-йĕркине сăнласа панă. 18 районти 30 ытла коллектив хăйсен пултарулăхне сцена çинче кăтартнă. Пирĕн районти Пăлапуç Пашьелĕнчи "Пашьел" фольклор ушкăнĕ октябрь уйăхĕнче иртекен уявсенчен пĕрне - Кĕр сăрине - еплерех паллă тунине халăх умне кăларнă. Вĕсен ăсталăхне тỹресем пысăка хурса хакланă, малашне те ăнăçу сунса диплом тата парне панă.

Авангард, 28.12.2018



28 декабря 2018
16:04
Поделиться