Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăха ĕçпе тивĕçтереççĕ

ИКĔ алă пушă ан тăтăр тесен ĕç кирлĕ. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр шăпах çынсене вăй хумалли вырăн тупса парассипе тăрăшать. Çулталăк пуçланнăранпа кунта пулăшу кирлине пĕлтерме 1361 çын пынă, 1164-нне - 85,5 проценчĕн - ыйтăвне тивĕçтернĕ. Хальхи вăхăтра 78-ăн шутра тăраççĕ.

Предприятисемпе организацисем 654 ваканси пурри пирки заявлени панă, ытларах пайĕ рабочи профессийĕсемпе çыхăннă.

Авангард, 28.12.2018



28 декабря 2018
15:56
Поделиться