Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Такăр çулпа утма, хăтлă клубра юрлама кăмăллă

Шăхачра пурăнакансен Çĕнĕ çула савăк та тулли кăмăлпа кĕтсе илме сăлтавĕ чăннипех те пысăк: декабрĕн 21-мĕшĕнче ялта асфальт çул тата модернизациленĕ клуб хута кайрĕç. Çак ятпа вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр министерствин "Чăваш Республикинчи çул-йĕр управленийĕ" учрежденин директорĕ В. Доброхотов тата ыттисем те саламларĕç. Рудольф Васильевич район территорине аталантарассипе малашне те ĕçлессине, умма лартнă тĕллевсене пурнăçлама пурте пур шухăшлă пулни çеç пулăшнине палăртрĕ. Шупашкартан килнĕ хăна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем чăннипех те хастаррине, çакна çул-йĕр тăвассипе çыхăннă тĕслĕхсем те çирĕплетнине каларĕ.

Пылчăк çăрса нушаланса курманнисем хытă сийлĕ çул хакне питех чухламаççĕ. Шăхачсем пирки вара апла калаймăн. Тинех вĕсен тахçантанпах ĕмĕтленни çитрĕ тесен те юрать пуль. 1,2 çухрăм тăршшĕ тăсăлăкан асфальтлă çула "Ялсен территорийĕсен тăнăçлă аталанăвĕ" федераци программипе килĕшỹллĕн тунă. Унăн смета хакĕ - 22,1 млн тенкĕ. Объекта хута ярас тесе "Шыгырданы" строительство организацийĕнче вăй хуракансем тăрăшнă. Çуллахи вăхăтра çак ялта пурăнакансем те вăхăтлăха кунта ĕçе вырнаçнă.

Шăхачсен савăнăçĕ малалла ялти клубра малалла тăсăлчĕ. Культура вучахне кĕрсенех çутă та хăтлă зала лекетĕн. Сцена та палăрмаллах улшăннă. "Умарина" ушкăна юрлама, ташлама пур услови те пур. Сăмах май, вĕсем республика тулашне те концертсемпе çỹреççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ялта пурăнакансен тахçантанпах кĕтнĕ савăнăçне пайлама Чĕмпĕр тăрăхĕнченех килсе çитнĕ.

Анат Туçасемшĕн те çак кун ял историн пĕр страницинче вырăн тупăнасса шанас килет. Кунти клуб тултан пăхсан лайăхах, анчах хĕллехи вăхăтра вăл хутăнманнипе концерт е ытти мероприяти ирттернĕ чухне электричествăпа ăшăтмалли хатĕрсемпе усă курнă. Халь алăкранах кĕрсенех ăшă хум килет. Объекта шал енчен те тĕплĕ юсанăран пачах урăх çурта лекнĕ пекех туйăнать.

Ялти çынсен ячĕпе тухса калаçнă Г. Кошкин клуба реконструкцилеме пулăшнăшăн республика, район, ял тăрăх пуçлăхĕсене ăшшăн тав турĕ. Савăнăçлă мероприяти малалла тăсăлнă май пухăннă çынсем концерт курчĕç, унтан пурте пĕрле урама вырнаçтарнă чăрăш тавра юрларĕç, ташларĕç.

О. ПАВЛОВА.

Пĕлме

Шăхачри тата Анат Туçари клубсене "Единая Россия" партин "Вырăнти культура çурчĕ" программипе килĕшỹллĕн çĕнетнĕ. Паяна районта 8 культура çуртне модернизациленĕ.

2018-2019 çулсенче Турханти тата Красномайскинчи культура çурчĕсене юсамала.

Пĕлтĕр шăпах Çĕнĕ çул умĕн Ыхра Çырминче çĕнĕ культура çурчĕ хута кайрĕ. Кăçал çакăн пек савăнăç Ишлĕ ял тăрăхĕнче пурăнакансене кĕтет. Çитес çул Тутар Сăкăтĕнче тума палăртнă. Çавăн пекех 2018 çулта Тикешри, Козловка-Пăлакассинчи, Тăрăнти, Тутар Тимешĕнчи клубсенче юсавсем ирттернĕ.



25 декабря 2018
11:51
2018 год
Поделиться