Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Снегоход рулĕ умне ларсан яваплăх пирки те ан ман

Снегоход рулĕ умне ларсан яваплăх пирки те ан ман

ÇĔР пичĕ шурă пуставпа витĕннĕ май ялсенче, хирте юр çийĕн çỹрекен техникăпа пыракансене час-часах курма пулать. Унăн рулĕ умне ларма та тракторист-машинист удостоверенинче "А1" паллă (çул çук çĕрте çỹремелли мототранспорт хатĕрĕ валли) кирлĕ. Çавăн пекех транспорт хатĕрĕсене шута илмелли патшалăх регистрацийĕн, эксплуатацилемелли хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалла.

Снегохода туяннă хыççăн районти патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕнче е унăн юридици адресĕпе шута тăратмалла. Çулленех тĕрĕслев витĕр кăлармаллине те манмалла мар. Çул çỹрев ăнăçлă та хăрушсăр пултăр тесен çулăма сỹнтермелли хатĕр (огнетушитель), медицина аптечки, водитель тата пассажир валли шлем пулмалла.

Авангард, 25.12.2018



25 декабря 2018
11:17
Поделиться