Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Наркотика кашнийĕ сивлетĕр

Район администрацийĕн Пысăк залĕнче наркомание хирĕç кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов ертсе пынă.

Ларура район территорийĕнче наркомание хирĕç тăвакан профилактика ĕçĕ мĕнле пынине пăхса тухнă, ку енĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлне те тишкернĕ.

Районти вĕрентỹ учрежденийĕсенче наркотик хатĕрĕсене тата психотроплă япаласене саккунсăр усă курассине маларах тупса палăртас тĕллевпе ирттернĕ социаллă-психологиллĕ тест тĕрĕслевĕпе район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова паллаштарнă.

Кзыл Чишма ял тăрăхĕн тата Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн представителĕсем ял халăхĕ тата студентсем хушшинче ирттерекен мероприятисем çинчен каласа панă.

Район администраци çумĕнчи наркотика хирĕç кĕрешекен комисси секретарĕ Н. Анисимов кăçалхи ĕç-хĕл çинче чарăнса тăнă.

Ларăва пĕтĕмлетнĕ май профилактика ĕçне (кальян туртас енĕпе те) тимлĕхре тытса тăмаллине палăртнă.

А. ИВАНОВА

Авангард, 25.12.2018



25 декабря 2018
11:48
Поделиться