Ячĕ юлчĕ ĕмĕре
Первомайски ял тăрăхĕнче темиçе хутчен Чăваш Рес- публикин чемпионĕ пулнă, волейбол спорчĕн тренерĕ, çут ĕç отличникĕ Н. Кузьмин краевед ячĕпе волейболла выляса мала тухассишĕн йăлана кĕнĕ турнир иртнĕ.
Николай Иванович хĕрĕх çул ялти вăтам шкулта учительте ĕçленĕ. Çак хушăра ял музейне йĕркелеме экспонатсем пуçтарнă. Каярахпа музей "халăх" ятне тивĕçнĕ. Н. Кузьмин 20 çул ытла ялти хĕрарăмсен командине волейболла выляттарнă. Ушкăн темиçе хутчен те район, республика чемпионĕ пулнă.
Турнира хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Никитин, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А. Емельянов, ялти вăтам шкул директорĕ В. Чернышев, "Сидели" пĕрлешĕвĕн ертỹçи А. Иванов, спорт ветеранĕсем саламланă.
Ăмăртăва хĕрарăмсен 6 команди хутшăннă. Унта Первомайски ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе шкул ачисем, Турханти, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам, Пăлапуç Пашьел шкулĕсенче вĕренекенсем явăçнă.
Тупăшура Турхан вăтам шкул команди çĕнтернĕ. Иккĕмĕшĕнче - Первомайскинчи, виççĕмĕшĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулсенче вĕренекенсем.
Иккĕмĕш кун тупăшăва арçынсем тухнă. Унта Нăрваш Шăхаль, Сăкăт, Шăнкăртам тата Патăрьел ял тăрăхĕсен, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул командисем хутшăннă. Сăкăтсем пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Патăрьел ял тăрăхĕн спортсменĕсем иккĕмĕш, Нăрваш Шăхальсем виççĕмĕш вырăнсене тухнă.
Çĕнтерỹçĕсем дипломсемпе парнесене тивĕçнĕ.
А. ИВАНОВА
Авангард, 21.12.2018