Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Умри тĕллевсене çивĕчлетрĕç

Декабрĕн 19-мĕшĕнче черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ май района Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин "Чăваш Енри наци телерадиокомпанийĕ" автономи учрежденийĕн директорĕн пĕтĕмĕшле ыйтусем- пе ĕçлекен çумĕ А. Магарин, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн ректорĕ Ю. Исаев, Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пай начальникĕ В. Николаев килчĕç. Ушкăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов ертсе пычĕ. Вĕсем чи малтанах район администрацийĕн Пысăк залĕнче ял тăрăх пуçлăхĕсемпе тĕл пулчĕç, Информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕсене - 2019 çулта ялти ватăсен пенсине ỹстересси; РФ Правительствин 2018 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнчи 2713-р номерлĕ "Федерацинчи субъектсене территоринчи экономика потенциал хăвăртлăхне ỹстерсе тунă пысăк çитĕнỹсемшĕн хавхалантарасси пирки" йышăнăвĕ; Раççей Президенчĕ В. Путин "Единая Россия" партин XVIII съездĕнче Раççей Федерацин социалла-политикăлла аталанăвĕн задачисем пирки калани; 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикинче РФ социаллă фонд страхованийĕн "Тỹрĕ тỹлев" пилотлă проектне реализацилесси -сỹтсе яврĕç.

Коммуналлă хытă каяшсене пухассипе йĕркеленĕ ĕç-хĕлпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов каласа пачĕ.

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем çывхарнă май пушар тухас хăрушлăх тата пысăкланать, çавна май инкекрен сыхланса халăхпа туса ирттерекен мероприятисем пирки районти пушар хуралĕн начальникĕ А. Тукмаков пĕлтерчĕ.

Ялти ватăсен пенсине 2019 çултан ỹстермелли йышăнупа Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пай начальникĕ В. Николаев паллаштарчĕ.

Информушкăн РФ Пенси фончĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн коллективĕпе курнăçнă.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Авангард, 21.12.2018



21 декабря 2018
15:26
Поделиться