Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Терроризма çул памалла мар

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов ертсе пынипе декабрĕн 17-мĕшĕнче терроризма хирĕç кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Мероприятие уçнă май Рудольф Васильевич тĕрлĕ шайри власть органĕсем умĕнче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, районти обществăпа политика лару-тăрăвне тăнăçлăхра тытса тăрасси тĕп вырăнта пулнине палăртнă.

Ларăва хутшăнакансем Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче терроризм хăрушлăхĕнчен хỹтĕленес, Патăрьелĕнчи шывпа тивĕçтерекен объектсене, хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан вырăнсене пăхса тухса çирĕплетнĕ. Çавăн пекех Раççей Федерацийĕн терроризма хирĕçле идеологин 2013-2018 çулсенчи комплекслă планне районта еплерех пурнăçлани пирки те калаçнă.

Комисси членĕсем халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе йĕркелекен комплекслă мероприятисем, чрезвычайлă, террористла акт вăхăтĕнчи лару-тăру пирки çынсене пĕлтерсе тăрасси, инкеке парăнтарма хутшăнакан службăсен оперативлăхне йĕрлесе тăрасси пирки тимлĕхе ỹстермеллине йышăннă.

(Хамăр корр.)

Авангард, 21.12.2018



21 декабря 2018
15:34
Поделиться