Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕп елка çуталчĕ

Район администрацийĕ умĕнче Хĕл Мучипе Юр пикесен парачĕ пулчĕ. Çĕнĕ çул умĕнхи уявпа киленме халăх йышлă пухăнчĕ.

Малтанах Хĕл Мучи тата Юр пике тумĕллисем, юмахсенчи сăнарсем "Арбат" патне пуçтарăнчĕç. Унтан Çĕнĕ çул юррисене шăрантарса район администрацийĕ умне килчĕç.

Çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов пурне те ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, ăнăçусем, телей, савăк кăмăл сунчĕ. Тĕп чăрăш çуталса кайрĕ. Унта 2019 çул курăнчĕ. Асли те, ача-пăча та алла-аллăн тытăнса хаваслăн Çĕнĕ çул юррисене шăрантарчĕ. Вăйăсене, конкурссене кăмăлтан хутшăнчĕç. Хавхалантаракан музыка, шỹт, хавас кулă, уяв сĕмĕ таврана саланчĕ.

А. ИВАНОВА



21 декабря 2018
15:56
Поделиться