Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чыса çулленех тивĕçеççĕ

Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ĕçченĕсем тивĕçлĕ канăва тухнисен, социаллă çăмăллăх илекенсен, пенси хучĕсене хатĕрлекенсен, страховательсен тата ыттисен ыйтăвĕсене туллин татса пама тăрăшаççĕ. Район центрĕнче вырнаçнă çак çурта куллен çĕршер çын кĕрсе тухать. Апла пулсан Пенси фондне йĕркеленĕ куна палăртасси кунта ĕçлекенсене çеç пырса тивмест. Çавна май Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ертỹçи Г. Синеева çак ятпа пурне те ăшшăн саламлать, пурнăçра çирĕп сывлăх, телей сунать.

Пирĕн районта 12206 пенсионер шутланать. Вĕсем вăтамран кашнийĕ уйăхсерен 11090,01 тенкĕ укçа илсе тăраççĕ. Кăçалхи 9 уйăхра тỹлев 386,98 тенкĕ ỹснĕ. Çакă пурăнмалли виçерен 1,39 хут пысăкрах.

Кăçал 500 ытла çын тивĕçлĕ канăва тухнă. Пенси виçине палăртнă чухне виçĕ фактора шута илеççĕ: ĕç укçи тỹлевĕ, çул ỹсĕмĕ тата ĕç стажĕ. 2019 çултан вара пенси системин çĕнĕ реформи пурнăçа кĕме пикенет.

Тивĕçлĕ ĕç стажĕ пухайман çын пенси илейместех.

Ача амăшĕн капиталĕн сертификатне парасси аван пырать. Унпа усă курса çемьесем пурăнмалли çурт-йĕр туянаççĕ, кредитсене саплаштараççĕ, ачисене вĕрентеççĕ. Страховательсем, уйрăм предпринимательсем, фермер хуçалăхĕсем çыхăнура пенси уйрăмĕпе.

Тин çуралнă ачана та обязательнăй пенси страховани тытăмĕнче шута илеççĕ. Симĕс карточка унăн пурнăçĕнчи документ шутланать. СНИЛС социаллă, медицина, вĕренỹ тата патшалăхпа муниципалитетăн пулăшăвĕсене тивĕçтерессипе çыхăннă кăтартусен пĕрлехи идентификаторĕ пулса тăчĕ. Пенси фончĕн иксĕлми пуянлăхĕ - çынсем. Кунта ĕçлекенсем халăха йышăнассипе тимлĕ ĕçлеме тăрăшаççĕ. Клиент службинче - виçĕ чỹрече. Специалистсем куллен 40-45 çыннăн ыйтăвне туллин тивĕçтерессине мала хураççĕ. Вырăнсенче консультаци пункчĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсене специалистсем черетпе тухса çỹреççĕ. Пенси фончĕн районти уйрăмĕ ĕçе кăтартуллă туса пынине çирĕплетекен хăш-пĕр тĕслĕхсене илер-ха тата. Коллектив 2011-2017 çулсенче "Раççей Федерацийĕн субьекчĕсенчи Пенси фончĕн чи лайăх уйрăмĕ" ятсене пĕр сиктермесĕр тивĕçни çеç мĕне тăрать. Хисеп грамотисемпе дипломсем те чылай. Апла пулсан, малашне те ỹсĕмсем пулччăрах вĕсен.

К. РУБЦОВА, пенсионерка.

- Пенси фончĕн районти управленине тивĕçлĕ канăва кайнă е çав çулсене çывхаракан кашни çынах кĕрсе тухатех ĕнтĕ. Пенси тỹлевĕ, тивĕçекен çăмăллăхсем интереслентереççех. Уйрăм специалисчĕсем яланах кăмăллăн йышăнаççĕ, тĕплĕн ăнлантараççĕ. Пире тата мĕн кирлĕ. Çамрăксем "Гражданинăн харпăр-хăй кабинетне" кĕрсе те ыйтусене уçăмлатма пултараççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА



21 декабря 2018
15:40
Поделиться