Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Выльăх-чĕрлĕх вăй-хăват парать

 

Районти мĕн пур йышши хуçалăхсенче ашлăх выльăх тата кайăк-кĕшĕк (тоннăпа) кăçалхи январь-ноябрь уйăхĕсенче иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 17 % нумайрах çитĕнтернĕ, сĕт 2 % ытларах суса илнĕ.

Ял хуçалăх организацийĕсем вĕсен производствине – 10 %, сĕтĕнне 8 % ÿстернĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕсем те ăна 7 % нумайрах сунă. Кашни ĕнерен вăтамран 5254 килограмм сĕт суса илнĕ (пĕлтĕрхи палăртнă хушăра – 4981). Çулталăк вĕçлениччен кăтарту тата та лайăхланать.

Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăха – 19757, вăл шутра сăвăнакан 8376 ĕнене (2017 çулхи вун пĕр уйăхринчен 1 % нумайрах) шута илнĕ. Çакна чи малтанах ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче сăвăнакан ĕне кĕтĕвĕ самаях хушăннипе ăнлантармалла.

Выльăха ăнăçлă хĕл каçарма апат кашни пуç валли вăтамран 29 центнер единица хатĕрленĕ. Продуктивлăха ÿстерме вăл çителĕклĕ. Эппин, район выльăхран продукци илессипе малашне те тухăçлă ĕçлесси куç кĕретех.

(Хамăр корр.)

Авангард, 18.12.2018



18 декабря 2018
11:14
2018 год
Поделиться